#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин СВОна хутшăнакан доброволецсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне обязательнăй йĕркепе страхламалли çинчен указа алӑ пуснӑ.
"Раҫҫей Федерацийӗн доброволецсен формированисенче тӑракан гражданӗсене ирӗк пама йышӑнатӑп... страхлакан гаранти компенсаци евӗрлӗ", - тесе палӑртаҫҫӗ право порталӗнче пичетленнӗ документра.
"Известия" пӗлтернӗ тӑрӑх, доброволецсене ытти ҫар служащийӗсем пекех страхлаҫҫӗ.
Сӑмахран, доброволец вилнӗ пулсан, страхлав тӳлевӗ 3,1 млн тенкӗпе танлашать, инвалидность илсен — I ушкӑн инваличӗсене 2,3 млн ытла тенкӗ, 1,5 млн ытла — II ушкӑн, 783 пин тенке яхӑн — III ушкӑн. Йывӑр аманнӑ е суранланнӑ хыҫҫӑн тӳлев 313 пин ытла тенкӗпе танлашать, ҫӑмӑл кăна пулсан — 78 пин тенке яхӑн.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-08-03/prezident-rossii-podpisal-ukaz-ob-obyazatelnom-strahovanii-zhizni-i-zdorovya-dobrovoltsev-3371742