Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
2 Майӑн , 11:51

Ҫар служащийӗсем Пушкӑртри 15 санаторире канма пултараҫҫӗ

2024 ҫулта Пушкӑрт Республикинче ятарлӑ ҫар операцине хутшăнакан ҫар ҫыннисене санаторипе курортра сиплеме 100 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

Ҫар служащийӗсем Пушкӑртри 15 санаторире канма пултараҫҫӗ
Ҫар служащийӗсем Пушкӑртри 15 санаторире канма пултараҫҫӗ

2024 ҫулта Пушкӑрт Республикинче ятарлӑ ҫар операцине хутшăнакан ҫар ҫыннисене санаторипе курортра сиплеме 100 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Боецсене 15 санаторире йышӑнма хатӗр. Республика премьер-министрӗ Андрей Назаров СВОна хутшӑнакансене пулӑшмалли мерӑсем ҫинчен аса илтернӗ.

"Пушкӑртстанра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата вӗсен çемьисен членĕсем санаторипе курортри тӳлевсӗр сиплеве пӗр хутчен иртме пултараҫҫӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех пирӗн боецсем санаторире хӑйсем тӗллӗн канма, тӑванӗсемпе пӗр тан пайсене уйăрса сипленме е мӑшӑрне, е ашшӗ-амӑшне сыватма право пама пултараҫҫӗ, - пӗлтернӗ Андрей Назаров хӑйӗн телеграм-каналӗнче. — Палӑртса хӑваратӑп: пирӗн республикӑра 2956 ҫын тата вӗсен ҫемйисен членӗсем санаторипе курорт сиплевӗн курсне тухнӑ, 190 заявка панӑ. Ҫавӑн пекех санаторипе курорт сиплевне пӗр хут илме ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ, вилнӗ е хыпарсӑр ҫухалнӑ, е пирӗн республика территорийӗнче пурӑнакан вырӑн тӑрӑх хӑйсен зонине чӗннӗ самантра регистрациленӗ ҫынсен тӑванӗсем усӑ курма пултараҫҫӗ".
Унта хутшӑнакансем тата вӗсен тӑванӗсем "Ассы", "Зеленая роща", "Янган-Тау", "Карагай", "Краснусольск", "Танып", "Юматово", "Якты-Куль", "Кану çурчӗ "Березка", "Березка", "Сиплевпе сывлӑх центрӗ "Энергетик", "Радуга", "Бодрость", "Здравница Зауралья", "Профилакторий "Ай" санаторисенче канма тата сывлӑхне тӳрлетме пултараҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пушкӑрт Республикин премьер-министрӗн Андрей Назаровӑн телеграм-каналӗ.

https://www.bashinform.ru/news/svo/2024-04-30/voennosluzhaschie-svo-mogut-otdohnut-v-15-sanatoriyah-bashkirii-3748484

 

 

Ҫар служащийӗсем Пушкӑртри 15 санаторире канма пултараҫҫӗ
Ҫар служащийӗсем Пушкӑртри 15 санаторире канма пултараҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: