#владимирпутин
РФ Президенчӗ Владимир Путин шӑматкун, ноябрӗн 30-мӗшӗнче, пенси тата социаллӑ страхлав фончӗн 2025-2027 ҫулсенчи бюджечӗ ҫинчен калакан саккуна алӑ пуснӑ, унпа килӗшӳллӗн ача амăш капиталне 7,3 процента индексацилеççĕ. Тивӗҫлӗ документа право акчӗсене официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ сайтра вырнаҫтарнӑ.
Индексаци 2025 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланать.
Пӗтӗмӗшле тӳлев укҫи 676 398 тенкӗпе танлашать. Ҫав хушӑрах 2026 ҫулта маткапитала тата 4,5% ӳстерме палӑртнӑ, ҫавна пула вӑл 706 836 тенкӗ пулĕ. 2027 ҫулта тӳлев 4% — 735 109 тенкӗ таран индексацилĕç.
2025 ҫулта çав хушӑрах пӗрремӗш ачашăн тӳлев илнӗ пулсан иккӗмӗш ачашăн тӳлев 217 пин тенкӗ пулать.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/75264
https://iz.ru/1799629/2024-11-30/putin-utverdil-indeksatciiu-matkapitala-na-2025-2027-gody