Çутă çул
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
20 Декабрӗн 2024, 12:15

Каминкере социаллӑ культура центрӗ уҫӑлнă

Унта ял Совет администрацийӗ, фельдшерпа акушер пункчӗ, мордва наци культура центрӗ, библиотека, ҫӗвӗ мастерскойӗ, тренажер залӗ ӗҫлӗ.

Каминкере социаллӑ культура центрӗ уҫӑлнă
Каминкере социаллӑ культура центрӗ уҫӑлнă


Тӗпрен юсанă хыҫҫӑн Каминкере Социаллӑ культура центрне уҫнă. Пӗтӗмпех ҫӗнетнӗ, пĕлсе планланӑ, хальхи техникӑпа тата оборудованипе пуянлатнӑ - кунта ял Совет администрацийӗ, фельдшерпа акушер пункчӗ, мордва наци культура центрӗ, библиотека, ҫӗвӗ мастерскойӗ, тренажер залӗ ӗҫлӗ. Ҫывӑхри территорире хоккей коробки вырнаҫнӑ. Пурте питӗ лайӑх пулса тухнă. Каминке ял Советӗнче пурӑнакансемшӗн чунтанах савӑнатпăр, вӗсем валли халӗ ӗҫ валли те, пушӑ вӑхӑт ирттерме те питӗ лайӑх майсем йĕркеленĕ.
Ҫакӑншӑн, паллах, ҫак центра уçма пулӑшнисене пурне те "тавтапуҫ" тетпӗр. РФ Патшалӑх Думин депутатне Динар Гильмутдинова, "Башнефть" АНК командине, ПР социаллӑ пурнӑҫпа тӗллевлӗ программӑсен фондне, "Союз" строительство компанине, паллах ӗнтӗ, центр тӑвас ӗҫе хӑйсен тӳпе хывнӑ Каминкере пурӑнакансене.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

 

Каминкере социаллӑ культура центрӗ уҫӑлнă
Каминкере социаллӑ культура центрӗ уҫӑлнă
Каминкере социаллӑ культура центрӗ уҫӑлнă
Каминкере социаллӑ культура центрӗ уҫӑлнă
Каминкере социаллӑ культура центрӗ уҫӑлнă
Каминкере социаллӑ культура центрӗ уҫӑлнă
Каминкере социаллӑ культура центрӗ уҫӑлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: