Пушкӑртри Общество палатин аппарачӗ ҫумӗнчи общество проекчӗсен ресурс центрӗ кӑҫалтан пуҫласа НКО валли федераци грант конкурсӗсенче, Президент гранчӗсен фончӗн, культура пуҫарӑвӗсен президент фончӗн, Потанин фончӗн, Тимченко фончӗн конкурсӗсем пек проектсен стартӗнчен пуҫласа финалне ҫитиччен тӳлевсӗр консультаци пулӑшӑвӗ пама сертификатсем ярать тата ытти те.
Ресурс центрӗнче яланхи йӗркепе НКО уҫас, отчет парас тата грант конкурсӗсене хӑйсен заявкисен пахалӑхне ӳстерес текенсемшӗн социаллӑ проект тӑвас енӗпе опытлӑ куҫăн, дистанциллӗ экспертсем тӳлевсӗр консультацисем параҫҫӗ. 2025 ҫулта вӗренӳ пуҫланнă ĕнтĕ, ҫапла, январӗн 10-мӗшӗнче Белорецк районӗнче НКОсем, шкулсем, ача сачӗсемпе культура учрежденийӗсем валли социаллӑ проект тӑвас тата грант ӗҫ-хӗлӗ енӗпе пӗрремӗш курс центрӗн семинарӗ иртнӗ.
2025 ҫулхи февралӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Президент гранчӗсен черетлӗ конкурсӗ пуҫланать. Центр эксперчӗсем грант выляса илме палӑртакан НКО заявкисене лайӑхлатма пулӑшӗҫ.
https://mgazeta.com/news/novosti/2025-01-10/realizovat-sotsproekty-v-bashkirii-pri-grantovoy-podderzhke-stanet-esche-legche-4079992?ysclid=m5rvrx4k9b597117427