

Раҫҫей Федерацийӗн спорт министрӗ Олег Матыцин медальшӗн Раҫҫейри олимпиецсем валли мӗнле призсем хатӗрлесе хунине пӗлтернӗ.
«Ылтӑн медальшӗн спортсменсем 4 миллион тенкӗ, кӗмӗлшӗн — 2,5 миллион, бронза — 1,7 миллион тенкӗ илӗҫ. Ҫакна та ӑнланмалла: чылай регион хăйсен олимпиецĕсене хавхалантармалли майсем йӗркеленӗ. Унсӑр пуҫне спорт сезонĕн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх кӑтарту тунӑшӑн Раҫҫей президенчӗн стипендийӗсеипе тивӗҫтереççӗ — ку вӑл кашни уйӑхра 52 пин тенкӗ», — «Р-Спорт» Матыцина цитатӑлать.
Августӑн 2-мӗшӗнче Раҫҫей Токиори Олимпиадӑн медаль зачетӗнче пиллӗкмӗш йӗрке йышӑнать. Пирӗн спортсменсен пухмачĕнче 12 ылтӑн, 19 кӗмӗл тата 13 бронза награда.
Пӗтӗм тӗнчери стартсене Пушкăртстанран хутшăнакан спортсменсене ӑмӑртусенче малти вырӑнсемшӗн пурлӑхпа хавхалантарассине палӑртса хӑварнӑ. Сӑмахран, Олимп, Паралимп тата Сурдлимп вӑййисене ҫӗнтернӗшӗн 2 млн тенкӗ виҫепе тӳлеме палӑртнӑ.
Иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ спортсменсем 1,5 тата 1 млн тенкӗ тивӗҫлӗн илӗҫ.
Аса илтеретпӗр, Токионри ҫуллахи Олимп вӑййисенче Пушкăрт спортсменĕсем икӗ медаль ҫӗнсе илнӗ те ӗнтӗ. Республикӑри пӗрремӗш ылтӑн медале Аделина Загидуллина фехтовальщица рапирӑпа команда турнирĕнче илсе килнӗ. Тимур Сафин ҫак дисциплинрах кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.