Çутă çул
+28 °С
Облачно
СПОРТ
6 Августа 2021, 10:16

Пушкӑрт пятиборье шкулӗн воспитанници Гульназ Губайдуллина Олимп рекорчӗ çĕнсе илнĕ

Раҫҫей спортсменки Гульназ Губайдуллина 2.07,31 кăтартупа çĕнтернĕ.

Пушкӑрт пятиборье шкулӗн воспитанници Гульназ Губайдуллина Олимп рекорчӗ çĕнсе илнĕПушкӑрт пятиборье шкулӗн воспитанници Гульназ Губайдуллина Олимп рекорчӗ çĕнсе илнĕ
Пушкӑрт пятиборье шкулӗн воспитанници Гульназ Губайдуллина Олимп рекорчӗ çĕнсе илнĕ

Токиори Олимп вӑййисенче ку чухнехи пятиборьере 200 метрлӑ дистанцире ирӗклӗ майпа ишмелли ӑмӑрту иртнӗ. Унта Раҫҫей спортсменки Гульназ Губайдуллина 2.07,31 кăтартупа çĕнтернĕ.

 Ку Олимп рекордӗ шутланать. Ҫак майпа ҫӗнтерни ӑна 296 балл ӗҫлесе илме май панӑ. Пӗтӗмӗшле пятиборьере Губайдуллина 10-мӗш вырӑнта пырать, пӗлтерет Чемпионат. Тата тепӗр Раççей хӗрӗ, Ульяна Баташова, виҫҫӗмӗш йӗрке йышӑнать.

 Гульназ Губайдуллин Ҫӗнӗ Уренгойра ҫуралнӑ. Вунă ҫул тултарсан ҫемйипе пӗрле Уфана куҫса кайнӑ. Малтан хӗрача ишмелли спортпа киленнĕ, 11 ҫулта пятиборьене куҫнă. 2003 ҫултанпа вӑл Уфара Игорь Шохов тренер ертсе пынипе тренировка тунӑ тата 2014 ҫулччен унта кӗнӗ.

2017 ҫулхи октябрьтен пуҫласа Гульназ Губайдуллина ЦСКАра прапорщик званийĕпе служба иртет.

Тĕплĕнрех: «Башинформ».

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Пушкӑрт пятиборье шкулӗн воспитанници Гульназ Губайдуллина Олимп рекорчӗ çĕнсе илнĕ
Пушкӑрт пятиборье шкулӗн воспитанници Гульназ Губайдуллина Олимп рекорчӗ çĕнсе илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас