Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
11 Августӑн 2021, 11:39

Пушкăртстанри икӗ спортсмен юниор ЧМ грекпа-рим кӗрешӗвӗнче республика чысне хÿтĕлĕç

Пӗрлештернӗ ҫӗршыв командин йышне Пушкӑртстан Республика ялавӗн тӗсне хӳтӗлекен икӗ кӗрешӳҫӗ – Адлан Амриев тата Саид-Хусейн Бакаев кӗчӗҫ.  

Августӑн 10-мӗшӗнче Рима Баталова ячĕллĕ Спорт хатӗрлевӗн Центрӗнче Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин грекпа-рим кӗрешӗвӗпе ҫыхӑннӑ тӗрӗслев тытӑҫӑвӗ пулнӑ, вӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх тренер штабӗ Уфара пулас юниор чемпионатне хутшăнакан спортсменсен йышне ҫирӗплетнӗ.

Пӗрлештернӗ ҫӗршыв командин йышне Пушкӑртстан Республика ялавӗн тӗсне хӳтӗлекен икӗ кӗрешӳҫӗ – Адлан Амриев тата Саид-Хусейн Бакаев кӗчӗҫ.

Раççей команди йышне кĕнĕ: Павел Белкин (55 кг таран), Денислам Баматов (60 кг таран), Саид-Хусейн Бакаев (63 кг таран), Имодаев Муслим (67 кг таран), Евгений Байдусов (72 кг таран), Ислам Алиев (77 кг таран), Амирхан Цечоев (82 кг таран), Адлан Амриев (87 кг таран), Алексей Милешин (97 кг таран), Армен Челокян (130 кг таран).

«МГ» информацийĕпе.

Пушкăртстанри икӗ спортсмен юниор ЧМ грекпа-рим кӗрешӗвӗнче республика чысне хÿтĕлĕç
Пушкăртстанри икӗ спортсмен юниор ЧМ грекпа-рим кӗрешӗвӗнче республика чысне хÿтĕлĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: