Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
16 Августӑн 2021, 10:47

Раҫҫей ҫыннисем Уфари юниорсен хушшинчи кӗрешӳре пӗрремӗш кунӗнче 22 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ

Кӗрешӳ енӗпе юниор тӗнче чемпионачӗн пӗрремӗш ӑмӑртăвĕнче спортсменсем грэпплинг дисциплинӗнче медальсем выляттарнă.  

Малтан кавирсем ҫине кадетсем, унтан юниорсем тухнă. Раҫҫей спортсменĕсем 22 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫавӑнпа Раҫҫей гимнне те ҫавӑн чухлех итленӗ

Августӑн 14-мӗшӗнче грэпплинг-ги пайӗнче ӑмӑрту малалла пынă. Тӗнче чемпионачӗн медалӗшӗн паян кадетсен хушшинче пушкӑрт спортсменӗсем Эмиль Исламгулов (46 кг) тата Карина Мурзабаева (43 кг), юниорсен хушшинче Аделина Мурзабаева (53 кг), Валерия Давыдова (49 кг) тата Низам Идрисов (62 кг) кӗрешнĕ.

Палӑртса хӑварар: Раҫҫей команди  ку первенствăра чи йышли.

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Айнур Нурмухаметов.

Раҫҫей ҫыннисем Уфари юниорсен хушшинчи кӗрешӳре пӗрремӗш кунӗнче 22 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ
Раҫҫей ҫыннисем Уфари юниорсен хушшинчи кӗрешӳре пӗрремӗш кунӗнче 22 ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: