Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
17 Августӑн 2021, 09:33

Икӗ Раççей спортсменĕ ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе тӗнче чемпионачӗн финалне тухнӑ

«Вольниксем» хушшинче кӗрешекен юниор чемпионачӗн пӗрремӗш ӑмӑрту кунĕнче икӗ Раҫҫей кĕрешÿçи финала тухма пултарнă.  

Рамазан Багавудинов ҫурма финалта 7:0 шутпа Азербайджан спортсмене Нураддин Новрузова ҫӗнтернӗ. Багавудинов «ылтӑншӑн» Турцири Мухаммет Каравус спортсменпа кӗрешет.

Раҫҫей спортсменĕ Шамиль Мамедов 65 кг категоринче Иран спортсменне Саидхассан Эбадимерметине тӗлпулу пынӑ май малтан выляса янă, анчах иккӗмӗш тапхӑрта шанчӑклӑ ӗҫленине пула Мамедов 14:8 шутпа вӑйлӑрах пулнӑ. Мамедов финалта Азербайджан спортсменĕпе Зираддин Байрамовпа кӗрешӗ.

Ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе тепӗр Раҫҫей спортсменĕ Станислав Свинобоев (70 кг категорийӗнче) финала тухайман, августӑн 17-мӗшӗнче унӑн Молдави спортсменӗпе Станислав Новакпа виҫҫӗмӗш вырӑншăн кĕрешме тивет.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Валерий Шахов.

Икӗ Раççей спортсменĕ ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе тӗнче чемпионачӗн финалне тухнӑ
Икӗ Раççей спортсменĕ ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе тӗнче чемпионачӗн финалне тухнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: