Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
17 Августӑн 2021, 13:57

Радий Хабиров: «Паян – уйрăм кун»

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров юниорсен хушшинче спорт кӗрешӗвӗн чемпионатне халалланӑ социаллӑ сетьсенче пост пичетлесе кӑларнӑ.  

Радий Хабиров: «Паян – уйрăм кун»
Радий Хабиров: «Паян – уйрăм кун»

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров юниорсен хушшинче спорт кӗрешӗвӗн чемпионатне халалланӑ социаллӑ сетьсенче пост пичетлесе кӑларнӑ.

Регион ертӳҫи кӗрешӳ — унӑн юратнӑ спорт тӗсӗ пулнине палӑртрӗ. Ҫапах та Радий Хабиров, Пушкăртстан Пуҫлӑхӗ пулнӑ май, спортӑн пур тӗсӗсене те пулӑшса тӑрать.

— Анчах паян — уйрӑм кун. Уфара эпир юниорсен хушшинче спорт кӗрешӗвӗн тĕнче чемпионатне мӑнаҫлӑн уҫӑпӑр. Раççей ҫак дисциплинӑра ҫав тери пысӑк шайри ӑмӑрту пуҫласа йышӑнать, — тесе ҫырнӑ Радий Хабиров.

Аса илтеретпӗр, августӑн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 14-мӗшӗччен грэпплинг ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Халӗ кашни кун, августӑн 23-мӗшӗччен, грекпа-рим тата ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен ӑмӑртăвĕсем иртӗҫ. Пушкӑртстанран ҫичӗ спортсмен — Саид-Хусейн Бакаев, Адлан Амриев, Карина Мурзабаева, Эмиль Исламгулов, Аделина Мурзабаева, Низам Идрисов, Валерия Давыдова хутшăнаççĕ. Пӗтӗмпе вара 1094 спортсмен — тӗнчери 55 ҫӗршывран ҫӗнтерӳшӗн кӗрешӗҫ.

 «МГ» информацийĕпе.

Радий Хабиров: «Паян – уйрăм кун»
Радий Хабиров: «Паян – уйрăм кун»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: