Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
18 Августӑн 2021, 14:15

Ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе ҫамрӑксен сборнăйĕ Уфара тата 7 медаль ҫӗнсе илме шутлать

«Хальхи вӑхӑтра пирӗн икӗ чемпион, анчах пире вуннӑ кирлĕ», — тет Абдусалам Гадисов.  

Раҫҫейри ҫамрӑксен сборнăйĕн аслӑ тренерӗ Абдусалам Гадисов ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем тĕнче чемпионатӗнче икӗ «ылтӑн» çĕнсе илни сахал тесе шутлать.

«Хальхи вӑхӑтра пирӗн икӗ чемпион, анчах пире вуннӑ кирлĕ», — тет Абдусалам Гадисов.

 Гадисов каланӑ тӑрӑх, кавир çинче спортсменсен хӑйсене çĕнтермелле.

Августӑн 17-мӗшӗнче юниорсен тĕнче чемпионатӗнче икĕ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Пӗрремӗш ҫӗнтерӗве Раҫҫее 18 ҫулхи Рамазан Багавудинов илсе килнӗ. Ҫавӑн пекех 74 к виҫе категорийӗнче Шамиль Мамедов Азербайджанри Зираддин Байрамовпа тӗл пулнӑ. Мамедов ҫирӗп кĕрешнине пула вӑл 4:1 шутпа ҫӗнтернӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Александр Орешников.

Ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе ҫамрӑксен сборнăйĕ Уфара тата 7 медаль ҫӗнсе илме шутлать
Ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе ҫамрӑксен сборнăйĕ Уфара тата 7 медаль ҫӗнсе илме шутлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: