+3 °С
Уҫҫӑнах
Уфа пӗтӗм Раҫҫейри «Нацисен кросӗ» чупмалли куна йышӑнать.
Пушкăрт тӗп хули сентябрӗн 18-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Нацисен кросӗ» чупмалли куна йышӑнӗ. Спорт уявне «Акбузат» ипподромра 11.30 сехетре уçаççĕ.
Хутшӑнакансен 1200 метр дистанцие ҫӗнтермелле. Пӗрремӗш чупу стартне 12 сехетре парӗҫ.
«Нацисен кросӗ» вӑл — Раҫҫейри физкультурӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫсене явӑҫтарни, уйрӑмах ҫамрӑксене, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлани.
Призерсене Физкультурӑпа спорт управленийӗн грамотисемпе, медальсемпе тата кубоксемпе чыслаҫҫӗ.
Кроса хутшӑнма врач шантарнӑ заявка памалла. Заявкăна чупăшу кунĕнче те пама пулать.
«Башинформ» информацийĕпе.