Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
16 Сентябрӗн 2021, 15:41

Салаватри Андрей Николаева Владимир Путин Туслăх орденĕ панă

Салаватри талантлӑ спортсмен, УГНТУ студенчӗ Андрей Николаев Кремльте Владимир Путинпа тӗл пулнӑ.  

Салаватри Андрей Николаева Владимир Путин Туслăх орденĕ панă
Салаватри Андрей Николаева Владимир Путин Туслăх орденĕ панă

Салаватри талантлӑ спортсмен, УГНТУ студенчӗ Андрей Николаев Кремльте Владимир Путинпа тӗл пулнӑ. РФ Президенчӗ ӑна Туслӑх орденӗ çакнă.

Аса илтеретпӗр, Токиора иртнӗ Паралимп вӑййисенче-2021 УГНТУ Салаватри филиалӗн студенчӗ Андрей Николаев ирӗклӗ стильпе 400 метр дистанцире, 4х100 метр ирӗклӗ эстафетӑра чемпион пулса танă, ирĕклĕ стильпе 100 метрлӑ дистанцире кӗмӗл призер пулса тӑнӑ.

Патшалӑх пуҫлӑхӗ Кремльти Екатерина залӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ спортсменсене хӑй наградăсем парнеленӗ. Президент паралимпиецсен лайăх хатӗрленнине палӑртрӗ тата вӗсен чаплă ҫӗнтерӗвӗсене пысӑка хурса хакларӗ.

"Сирӗн шӑпа экранизаци валли те, кӗнекесем валли те тивӗҫлӗ, — терӗ вӑл. — Сирӗн тӗслӗх пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене ҫунатлантарать".

Раҫҫей сборнӑйĕ Токиори Паралимпиадӑра 36 ылтӑн медаль, 33 кӗмӗл тата 49 бронза ҫӗнсе илнӗ, пӗтӗмӗшле зачетра тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ.  

«МГ» информацийĕпе.

Салаватри Андрей Николаева Владимир Путин Туслăх орденĕ панă
Салаватри Андрей Николаева Владимир Путин Туслăх орденĕ панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: