Арҫынсен волейбол Чемпионачӗн-2022 матчне билет сутма тытӑннӑ, вӗсем Пушкӑртстан тӗп хулинче иртеҫҫӗ.
Раҫҫей юлашки 60 ҫул хушшинче волейболла тӗнче чемпионатне пӗрремӗш хут йышӑнӗ. Шăпа янипе республикӑн тӗп хулинче Франци, Словлени, Германи тата Камерун (D ушкӑн) 1 ушкӑнри команда вӑййисем иртессине палӑртнă.
Халех "Уфа-Аренӑри" 2022 ҫулхи августӑн 27-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен иртекен матча билетсем броньлама пулать. — Больщиксене регистрацилесси сентябрьте пуҫланнӑ, халӗ пӗтӗм тӗнче чемпионачӗн матчне билет сутасси уҫӑлчӗ. Хальлӗхе ку билетсем конкретлӑ вырӑнсемсӗр. Эпир тӗнчере мӗнле эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ пулассине пӗлместпӗр-ха, ҫавӑнпа та вӑл уҫӑлсан, тепӗр ҫулла турнир пуҫланиччен икӗ эрне маларах кассӑсем уҫӑлӗҫ, — пӗлтерчӗ Раҫҫей волейбол федерацийӗн тӗп секретарӗ Александр Яременко.
Аса илтеретпӗр: волейболпа тӗнче чемпионачӗ FIVB 2022 çулхи августӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа Мускавра, Санкт-Петербургра, Калининградра, Хусанта, Ярославльте, Кемеровӑра, Новосибирскра, Уфара, Екатеринбургра тата Красноярскра иртет. Турнира Раҫҫее 24 наци команди килет — кашни континентран икшер чи лайӑх команда тата тепĕр 12-шĕ FIVВ рейтингĕпе.
«Республика Башкортостан» информацийĕпе.