Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
21 Кӑрлач 2022, 09:33

Антон Бабиков Тĕнче кубокĕн тапхӑрӗнче уйрӑм ӑмӑртура ҫӗнтернӗ

Стартсем Италинчи Антхольцра пулнă.

Антон Бабиков Тĕнче кубокĕн тапхӑрӗнче уйрӑм ӑмӑртура ҫӗнтернӗ
Антон Бабиков Тĕнче кубокĕн тапхӑрӗнче уйрӑм ӑмӑртура ҫӗнтернӗ

Биатлонпа 2021/2022 Тӗнче кубокӗн ҫиччӗмӗш тапхӑрӗнче арҫынсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.

Унта Пушкӑртстанри Антон Бабиков спортсмен ҫӗнтернӗ. Кун пирки Пушкăрт Спорт министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Стартсем Италинчи Антхольцра пулнă. Штрафсӑрах тӑватӑ пемелли рубеж витӗр тухнӑ Бабиков 20 ҫухрӑмри дистанцире 49 минут 46.8 ҫеккунт кӑтартнӑ.

Ӑмӑртӑвӑн кӗмӗл призерӗ Тарьей Бе норвежец пулса тӑнӑ, ҫӗнтерӳҫе 9.7 ҫеккунта икӗ минут штрафпа выляса янă. Малти виçĕ çĕнтерÿçĕ шутне Раҫҫейри тепӗр биатлонист Карим Халили пулнă — +48.5 (1 тĕл лектермен) пулнă.

https://resbash.ru/news/sport/

Антон Бабиков Тĕнче кубокĕн тапхӑрӗнче уйрӑм ӑмӑртура ҫӗнтернӗ
Антон Бабиков Тĕнче кубокĕн тапхӑрӗнче уйрӑм ӑмӑртура ҫӗнтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: