Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
3 Нарӑсӑн 2022, 16:07

Эдуард Латыпов Пекинри Олимпиадӑра хутăш эстафетӑра ӑмăртать

Биатлонистсен хутӑш эстафети февралӗн 5-мӗшӗнче пулать.

Эдуард Латыпов Пекинри Олимпиадӑра хутăш эстафетӑра ӑмăртать
Эдуард Латыпов Пекинри Олимпиадӑра хутăш эстафетӑра ӑмăртать

Раҫҫейри биатлонистсен союзӗ Пекинри Олимпиадӑри хутăш эстафетӑра ăмăртакансен команда йышне пичетлесе кӑларнӑ.

Унта пушкӑрт спорчӗн представителӗ Эдуард Латыпов кӗнӗ. Вӑл дистанцие Ульяна Нигматуллинӑпа, Кристина Резцовапа тата Александр Логиновпа пӗрле чупса тухать.

Аса илтеретпӗр, Пекинра Олимп вӑййисене уҫмалла чаплă церемони февралӗн 4-мӗшӗнче пулать. Биатлонистсен хутӑш эстафети февралӗн 5-мӗшӗнче Уфа вӑхӑчӗпе 14 сехетре стартланать.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Раççей биатлонисчĕсен союзĕ.  

Эдуард Латыпов Пекинри Олимпиадӑра хутăш эстафетӑра ӑмăртать
Эдуард Латыпов Пекинри Олимпиадӑра хутăш эстафетӑра ӑмăртать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: