Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
9 Нарӑсӑн 2022, 12:58

Февралӗн 9-мӗшӗнче — Пӗтӗм тӗнчери Волейбол кунӗ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Февралӗн 9-мӗшӗнче — Пӗтӗм тӗнчери Волейбол кунӗ
Февралӗн 9-мӗшӗнче — Пӗтӗм тӗнчери Волейбол кунӗ

Кӑҫал Раҫҫей волейбол FIVB 2022 тӗнче чемпионатне йышӑнӗ, вӑл августӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 11-мӗшӗччен ҫӗршыври 10 хуласенче иртет: Мускавра, Санкт-Петербургра, Калининградра, Ярославльте, Екатеринбургра, Уфара, Новосибирскра, Кемеровра, Красноярскра.

Ҫак кунсенче Оргкомитет пур хула-йӗркелӳҫӗсенче спорт объекчӗсене, турнирсене йышӑнакан объектсене — аренӑсемпе тренировка базисене пăхса çÿрет, тест мероприятийӗсем ирттерет.

Роман Станиславов, "Оргкомитет волейбол 2022» АНО генеральнӑй директорӗ каланă тӑрӑх, Пушкӑртстанри турнира хатӗрленмелли шай лайăх асаилӳсем хӑварнӑ. "Уфа-Аренин" нацисен Лигине ирттермелли ӑнӑҫлӑ опыт пур ӗнтӗ. 2022 ҫулхи ҫулла хула ку турнира йышăнать, кунта хӗрарӑмсен волейбол Наци лигин тапхăрĕ иртет. Матчсем тӗнче чемпионатне хатӗрленес шайра Оркомитет валли тест вырăнне пулӗҫ.

Роман Станиславов волейбол юратакансене пурне те уявпа саламланӑ, Пушкӑртстанра пурӑнакансене вара—  ҫав тери вӑйлӑ ушкӑн пуррипе саламланӑ.

 «МГ» информацийĕпе.

Февралӗн 9-мӗшӗнче — Пӗтӗм тӗнчери Волейбол кунӗ
Февралӗн 9-мӗшӗнче — Пӗтӗм тӗнчери Волейбол кунӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: