Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
18 Нарӑсӑн 2022, 09:13

Олимпиада ылтăнĕ пирĕн фигуристкăра!

Пекинри Олимпиадăра Анна Щербакова ылтăн медале тивĕçнĕ, иккĕмĕш вырăнта – Александра Трусова.  

Олимпиада ылтăнĕ пирĕн фигуристкăра!
Олимпиада ылтăнĕ пирĕн фигуристкăра!

Пекинри Олимпиадăра Анна Щербакова ылтăн медале тивĕçнĕ, иккĕмĕш вырăнта – Александра Трусова.

Раççей фигуристки Анна Щербакова ĕнер, февралĕн 17-мĕшĕнче,  хĕрарăмсем хушшинче конькипе пĕччен илемлĕ ярăнас енĕпе Пекинри Олимп ваййисенче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Ирĕклĕ программăпа ярăнса вăл 175,75 балл пухнă, пĕтĕмĕшле – 255,95.

Александра Трусова иккĕмĕш вырăна тухнă. Унăн кăтартăвĕ 251,73 балпа танлашнă. Призерсен виççĕмĕш пусмине Япони спортсменĕ Каори Сакомото (233,13) йышăннă.

Олимпиада чемпионки Камила Валиева команда турнирĕнче тăваттăмĕш пулнă. Шел пулин те, вăл ирĕклĕ программăра темиçе хут ÿкнĕ.

https://ursassi.ru/news/novosti/

Олимпиада ылтăнĕ пирĕн фигуристкăра!
Олимпиада ылтăнĕ пирĕн фигуристкăра!
Автор:
Читайте нас: