Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
10 Мартӑн 2022, 08:58

Беларусь биатлонисчĕсене Пушкӑртстанра çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ

Спортсменсене кĕтсе илекенсем нумайăн пулнă.

Беларусь биатлонисчĕсене Пушкӑртстанра çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ
Беларусь биатлонисчĕсене Пушкӑртстанра çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ

Уфана Беларусь Республикинчи биатлонистсен делегацийӗ килсе çитнӗ.

Спортсменсем Раҫҫей Кубокӗн тата Раҫҫей чемпионачӗн юлашки тапхӑрне биатлонпа  хутшӑнӗҫ, пӗлтерет Пушкӑртстан Спорт министерствин пресс-служби.

"Уфа" аэропортӑн вӗҫев залӗнче спортсменсене кĕтсе илекенсем нумайăн пулнă, атлетсемпе вӗсен тренерӗсем валли наци юррисене шӑрантарнă тата хӑнасене çăкăрпа сăйланă. Спортсменсене «Пушкӑртстанри белоруссем» регионти общество организацийӗн председателӗ Раиса Зюзько, ПР Беларуҫ ИКЦ Халӑхсен туслӑх Ҫурчӗн ГБУ филиалӗн тӗп специалисчӗ Жанна Хализова, Пушкӑртстан Спорт министерствин представителӗсем тата вӗсемпе пӗрле Иглин районӗнчи Балтика ялӗнчи А.Н.Харитонов ячĕллĕ ДК сотрудникӗсем пулнӑ.

Биатлонпа Раҫҫей Кубокӗпе Раҫҫей чемпионачӗн юлашки тапхӑрӗ 2022 ҫулхи мартăн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен Уфари "Биатлон" спорткомплексӗнче иртет.

https://resbash.ru/news/sport

Беларусь биатлонисчĕсене Пушкӑртстанра çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ
Беларусь биатлонисчĕсене Пушкӑртстанра çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: