Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен Уфара Раҫҫей Кубокӗн тата Раҫҫей чемпионачӗн юлашки тапхӑрӗ иртет. Ӑмӑртусене Раҫҫейри 30 регионтан тата Беларус Республикинчи вӑйлӑ биатлонистсем хутшӑнӗҫ.
"Беларуҫ спортсменӗсене хутшӑнасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Раҫҫей Кубок тата чемпионатне Беларуҫ биатлон федерацийӗн председателӗпе Андриан Алексеевич Цыбульскипе пӗр-пӗринпе килӗштерсе калаҫса татӑлнӑ. Эпир никампа та хирӗҫесшӗн мар, эпир хамӑр ҫӗршыв спортсменӗсен интересӗсене кӑна мала хуратпӑр. Беларуҫри биатлонистсем хутшӑнни Уфапа Тюменьте иртекен ӑмӑртусен шайне паллах, ӳстерет", - палӑртрӗ СБР президенчӗ Виктор Майгуров.
Ӑмӑрту шутне арҫынсемпе хӗрарӑмсен ултӑ ӑмӑртӑвӗ кӗрӗҫ.
Александр Логинов, Эдуард Латыпов, Максим Цветков, Антон Бабиков, Карим Халили, Кристина Резцова, Лариса Куклина тата Раççейпе Беларус Республикин ытти вăйлă биатлонистсем хутшăнаççĕ.
Ăмăрту программи:
Мартăн 11-мĕшĕ
15.00 – ăмăртусене уявла уçасси
Мартăн 12-мĕшĕ
11.00 – спринт 10 км - арçынсем
14.00 – спринт 7,5 км – хĕрарăмсем
Мартăн 14-мĕшĕ
11.00 – гонка преследовании 12,5 км – арçынсем
13.30 – гонка преследовани 10 км – хĕрарăмсем
Мартăн 16-мĕшĕ
11.00 – масстарт-пысăкки 15 км - арçынсем
13.30 – масстарт-пысăкки 12 км – хĕрарăмсем.
"Башинформ" информацийĕпе.