Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
16 Мартӑн 2022, 21:46

Эдуард Латыпов Уфара Раҫҫей чемпионӗ пулса тӑнӑ

Тĕплĕнрех сайтра вулăр.

Эдуард Латыпов Уфара Раҫҫей чемпионӗ пулса тӑнӑ
Эдуард Латыпов Уфара Раҫҫей чемпионӗ пулса тӑнӑ

Эдуард Латыпов биатлонист, Пушкӑртстан представителӗ, арҫын масс-стартӗнче иккӗмӗш финиша тухнă тата Раҫҫей чемпионачӗ шайӗнче биатлонпа ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Дистанцие вӑл 15 ҫухрӑма 41 минут та 15,2 ҫеккунтра тухнă, пемелли тӑватӑ рубежра икӗ йӑнӑш тунă.
Иккӗмӗш вырӑна Даниил Серохвостов, виҫҫӗмӗшне — Карим Халили йышăннă.
Раҫҫей Биатлонисчĕсен союзӗн Кубокне Никита Лобастов ҫӗнсе илнĕ.
"Антон Бабикова пулӑшу сӑмахӗсене уйрӑммӑн калатӑп - юлашки рубежа ҫитичченех вӑл 2-3-мĕш вырӑн медалĕшӗн кӗрешнӗ, анчах юлашки рубежри пӗр штраф, шел те ăна чарнă, ӑна кӑштах ҫитмен. Анчах та эпир пурте унӑн тӗлӗнмелле пултарулӑхне куртӑмӑр", — тенӗ Пушкăртстан Спорт министрӗ Руслан Хабибов.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Спорт министерсти.

Эдуард Латыпов Уфара Раҫҫей чемпионӗ пулса тӑнӑ
Эдуард Латыпов Уфара Раҫҫей чемпионӗ пулса тӑнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: