Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
17 Мартӑн 2022, 13:04

Раҫҫей волейбол чемпионатне куçарнăшăн FIVВ ячĕпе пурлӑх тавăçĕ парӗ

Турнира Украинӑри лару-тӑрӑва пула урӑх ҫӗршыва куҫарнӑ.

Раҫҫей волейбол чемпионатне куçарнăшăн FIVВ ячĕпе пурлӑх тавăçĕ парӗ
Раҫҫей волейбол чемпионатне куçарнăшăн FIVВ ячĕпе пурлӑх тавăçĕ парӗ

Раҫҫей Федерацийӗн Спорт арбитраж сучӗ (CAS) пурлӑх шыравне пама палӑртнӑ. Хуравлаканĕ Волейбол (FIVВ) Пӗтӗм Тӗнчери федерацийӗ пулать. Спорт министрӗ Олег Матыцин каланӑ тӑрӑх, халӗ арҫынсен чемпионатне куҫарнӑшӑн калькуляци требованийӗсене йӗркелеççӗ.

"Пурлӑхӑн пӗр пайӗ, сӑмахран, волейбол чемпионачӗн пайӗнче пур. Мӗншӗн тесен ҫӗршыв пысӑк турнир ирттерме хатӗрленнӗ, ҫав шутра укҫа-тенкӗ эффектне шанса аренӑсем тунӑ. Пӗтӗм тӗнчери федераци валли тӳлевсем тӳленӗ. Ку пайра эпир укҫа-тенкӗ тӳлевне каялла тавӑрма, ҫавӑн пекех укҫа-тенкӗ мар тӑкакне саплаштарма ыйтӑпӑр. Халӗ калькуляци пырать, пӗтӗм тӗнчери федерацин ячĕпе каялла тавӑрса пама ыйтма хатӗрленет", — тенӗ "Матч ТВ" эфирта ведомство пуҫлӑхӗ.

Аса илтеретпӗр, волейболпа Тĕнче чемпионачĕ августӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 11-мӗшӗччен Раҫҫейри вунӑ хулара, ҫав шутра Уфара та, иртмелле пулнӑ. Турнира Украинӑри лару-тӑрӑва пула урӑх ҫӗршыва куҫарнӑ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ:volley.ru  

Раҫҫей волейбол чемпионатне куçарнăшăн FIVВ ячĕпе пурлӑх тавăçĕ парӗ
Раҫҫей волейбол чемпионатне куçарнăшăн FIVВ ячĕпе пурлӑх тавăçĕ парӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: