Чаплӑ церемони Правительство çуртӗнче иртнӗ.
Пушкӑртстан тӗп хулинче "Ĕҫе тата хӳтӗлеве хатӗр" комплекса чӗртме хутшӑнакансене пурне те чысланă. Наградӑсене правительство премьер-министрӗн заместителӗ Ирек Сагитов тата Пӗтӗм Пушкӑртстанри попечительсен совечӗн председателӗ Умарпаша Ханалиев панӑ.
Сакӑр ҫул каялла пӗтӗм Раҫҫейри "ГТО" физкультурӑпа спорт комплексне тестлама тытӑннӑ. Ҫак спорт юхӑмне ҫӗнетме Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнче тивӗҫлӗ Указа алӑ пуснӑ. Шӑпах ҫак вӑхӑтран пуҫласа Раççейри ГТО нормин ҫӗнӗ историйӗ пуҫланать. Путин ҫӗршыври халӑхӑн ҫурри ытла физкультурӑпа тата спортпа туслашма явӑҫтарассине, ҫавӑн пекех ГТО нормативӗсене пурнӑҫлани ҫамрӑксемшӗн кӑсӑклӑ тата ӑмӑртуллӑ характерлӑ условисем туса парассине тӗллев лартнӑ.
"МГ" информацийĕпе.