Иртнӗ эрнере Пишпÿлекре Стерлитамакри "Атлантис" ДФК филиалӗ официаллӑ йӗркепе ачасен футбол клубӗ уҫӑлнă.
Палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн территорийӗнче спортпа вӑйӑ площадкинче халӑх нумай пухăннă. Кунта виҫӗ ҫултан пуҫласа 14 ҫула ҫитиччен ачисемпе ашшӗ-амӑшӗсем килнĕ, ҫемьери лару-тăрура "Атлантис" ача-пӑча футбол клубне ҫырӑнма заявлени пама йышӑннисем. Стерлитамакра "Атлантис" ДФК пиллӗкмӗш ҫул ача-пӑча вӑй-халне аталантарнипе тата футбола популяризацилессипе аппаланать. Футбол клубӗн филиалне уҫма "Атлантис" ДФК директорӗпе Александр Владимирович Нечаевпа тренерĕ Рамазан Рафильевич Иликеев килнĕ. Вӗсем ҫамрӑк футболистсен икӗ ушкӑнӗнче тренировка занятийӗсем мӗнле иртесси ҫинчен тӗплӗн каласа панă. Кӗҫӗн группӑра виҫӗ ҫултан пуҫласа сакӑр ҫула ҫитиччен ачасем вӗренĕç, аслинче — тӑххӑртан пуҫласа 14 ҫула ҫитиччен.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.