Çутă çул
+13 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
27 Июлӗн 2022, 17:56

Раҫҫейри вӗренекенсен XI ҫуллахи Спартакиадинче Пушкӑртстана ултӑ ҫамрӑк атлет тӑратӗҫ

Уфара Раҫҫейри вӗренекенсен XI ҫуллахи хальхи пятиборьепе Спартакиадине уҫас чаплӑ церемони иртнӗ.

"Башинформ" агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, спартакиада финалне ҫӗршыври тӗрлӗ регионсенчен 15 сборнӑй команда хутшăнĕ. Пушкӑрт команди пӗтӗм йышĕпе хутшăнать.
Спортсменсен ишевре, фехтованире тата четырехборьен комбинациленӗ дисциплининче – чупу тата пӑшалран пенинче хӑйсен вӑйне тӗрӗслемелле.
Хушса калӑпӑр, Раҫҫейре вӗренекенсен XI ҫуллахи Спартакиадӑн финал ӑмӑртӑвӗсем майӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа сентябрӗн 11-мӗшӗччен ҫӗршывӑн 22 регионӗнче иртеҫҫӗ. Унӑн программине спортӑн 47 тӗсӗпе ӑмӑртусем кӗртнӗ. Финалта 14 600 яхӑн ҫын – спортсменсем, тренерсем тата специалистсем - тӗл пулӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Санӳкерчӗкĕ: ПР Спорт министерстви.

Раҫҫейри вӗренекенсен XI ҫуллахи Спартакиадинче Пушкӑртстана ултӑ ҫамрӑк атлет тӑратӗҫ
Раҫҫейри вӗренекенсен XI ҫуллахи Спартакиадинче Пушкӑртстана ултӑ ҫамрӑк атлет тӑратӗҫ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: