+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Уфара виҫҫӗмӗш хут Пӗтӗм тӗнчери X–Waters серин ишевĕ иртĕ. Унта Раҫҫейӗн 30 регионӗнчен тата темиҫе ҫӗршывран – пурӗ 500 ытла ҫын-ишекен хутшӑнӗ. Пӗлтӗр ӑна РФ 28 субъектӗнчен 400 ҫын хутшӑннӑ.
Маршрут Шуратӑл юханшывӗн икӗ кӗперӗ айӗпе иртĕ. Ишекенсем 2; 3,5; 5 тата 10 ҫухрӑм дистанцисенче ӑмӑртӗҫ.
Ишекенсем пурте фирмăллă ишекен шапкасем, финишра эксклюзив медаль илӗҫ.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.