Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
13 Августӑн 2022, 14:44

Ача-пӑча ӑмӑртӑвне хутшӑнакан: "Çӑмӑлах марччӗ, анчах эпӗ пултартӑм"

Паян, августӑн 13-мӗшӗнче, "Патриот" паркра Физкультурник кунне анлӑн палӑртаҫҫӗ.

Ача-пӑча ӑмӑртӑвне хутшӑнакан: "Çӑмӑлах марччӗ, анчах эпӗ пултартӑм"
Ача-пӑча ӑмӑртӑвне хутшӑнакан: "Çӑмӑлах марччӗ, анчах эпӗ пултартӑм"

Уфари иккӗмӗш класра вӗренекен ача чӑрмав йӑрӑмне мӗнле иртни ҫинчен каласа панă.
Паян, августӑн 13-мӗшӗнче, "Патриот" паркра Физкультурник кунне анлӑн палӑртаҫҫӗ.
Ҫитӗннисен ӑмӑртăвĕпе пӗрлех кунта ачасен геройсен ӑмӑртӑвӗ иртет. Заданисем кунта кӑшт ансатрах, дистанци - сахалтарах. Чи малтан иккӗмӗш класра вӗренекен Арсений Диков финиша çитнĕ, вӑл Уфари 46-мӗш номерлӗ шкулта вӗренет.
– Эпӗ спортпа аппаланатӑп – футболла вылятӑп, - тет Арсений. - Гонкӑна хутшăнма мана анне сӗнчӗ, эпӗ хаваслансах килӗшрӗм. Ҫӑмӑлах марччӗ, анчах эпӗ пултартӑм. Эпир стена урлӑ каҫрӑмӑр, трубасем витӗр хӗсӗнкелесе тухрӑмӑр. Анчах пуринчен ытла мана мишеньсене винтовкӑран пени килӗшрӗ, эпӗ икӗ хут лектертӗм! Пӗтӗмӗшпе илсен, пурне те питӗ килӗшрӗ – мӗн чухлӗ курни-илтни, савӑнни. Май килсен, каллех хутшӑнатӑп.
13 ҫулти Ильяс Кулбахтин та геройсен Ача-пӑча ăмӑртӑвне хӑйӗн ӳсӗм категорийӗнче хутшӑннӑ.
– Ку мероприяти пирки интернетран пӗлтӗм, – каласа пачӗ Ильяс. – Питӗ интереслентӗм, хутшăнас терӗм. Кунта, чи малтан, трассӑна пӑхса тухрӑм. Унта 15 чӑрмав. Ҫитӗннисенни пек мар пулин те, чаплă квест. Кӑштах хӑрушӑччӗ те, анчах пурте лайăх пулчĕ!
Çăлкуçĕ: panoramarb.ru

Ача-пӑча ӑмӑртӑвне хутшӑнакан: "Çӑмӑлах марччӗ, анчах эпӗ пултартӑм"
Ача-пӑча ӑмӑртӑвне хутшӑнакан: "Çӑмӑлах марччӗ, анчах эпӗ пултартӑм"
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: