-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Бакалă районӗнчи Куштиярово шкулӗн вĕренекенĕ Ильназ Шайдуллин Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен ҫапӑҫу искусствин XIV вӑййинче лайӑх кӑтартусем кӑтартнӑ. Ӑмӑрту Анапӑра иртнӗ.
Ильназ мас-рестлингпа иккӗмӗш вырӑн йышӑннă, пиҫиххипе кӗрешсе - виҫҫӗмӗш. Шкул ачин ҫитӗнӗвӗсем çинчен соцсетьре район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Андреев каласа панӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: А. Андреев/vk.com.