Сывлӑхлӑ ӳт-пӗвӗнче - сывлӑхлӑ ăс-тăн.
Кӗрхи вӗтӗ ҫумӑр ачасене кансӗрлемерӗ - ҫӑмӑл атлетсем пысӑк результатсем кӑтартрӗҫ. Паян Пишпÿлек ялӗн тӗп площадӗнче "Наци кросӗ" ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗсен шайӗнче стартсем иртрӗҫ. Медальсемпе спорт грамотисемшӗн районти пилĕк ÿсĕм категорийӗнче вӗренекенсем кӗрешнӗ. "Парус" спорт шкулӗн воспитанникӗсене хăваласа çитекен пулмарĕ.
Антон Григорьев (Хушăлка шкулӗ) хӑйӗн ӳсӗм категорийӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
- Эпӗ 16-17 ҫулсенчи ачасем хушшинче 1000 метрлӑ чупӑшăва хутшӑнтăм. Петр Георгиевич Николаев тренер патӗнче ҫӑмӑл атлетика енӗпе профессилле тренировкăсем ирттеретĕп. Паянхи старт Пушкӑртстанри кросс енӗпе мала тухма лайӑх хатӗрленесси пулчĕ. Тупăшакансем аванччӗ, анчах эпӗ вӑя дистанцинче тӗрӗс валеҫрӗм те ҫӗнтертӗм.
Роман Гареев (Михайловка шкулӗ), тӑххӑрмӗш класра вӗренекен, 13-15 ҫулхи категори.
- Эпӗ ҫак ҫӗнтерÿшĕн савăнатăп, паллах, минус та пур, эпир ҫумӑр айӗнче чупрӑмӑр, ӑмӑртакансем опытсӑр, мала чупа-чупа тухрĕç, ҫавна пула кӑштах вӑй пухма тиврӗ.
Малашнехи ӑмӑртӑва чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр!
https://svetput.ru/news/sport/2022-09-17/na-tsentralnoy-ploschadi-s-bizhbulyak-proshli-starty-v-ramkah-legkoatleticheskih-sorevnovaniy-kross-natsii-2954281?utm_source=vk&utm_medium=social&utm_campaign=156215055