Çутă çул
-27 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
19 Сентябрӗн 2022, 21:09

Пирӗн шашистсем 3-мĕш вырӑн илсе килнĕ

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пирӗн шашистсем  3-мĕш вырӑн илсе килнĕ
Пирӗн шашистсем 3-мĕш вырӑн илсе килнĕ

2022 ҫулхи сентябрӗн 17-мӗшӗнче Ишимбай хулинче шашкăпа Пушкӑртстан Республикинчи XXX ялти спорт вӑййисен финал ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑмӑртусене Республикӑри чи вӑйлӑ 16 команда хутшӑннă. Пирӗн район чысне çак шашистсем хÿтĕленнĕ: Сергей Федотов, Сергей Таймасов тата Ольга Никитина.
Пушкӑртстан Республикин çичĕ тур пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх хӗрарӑмсем хушшинче пуринчен ытларах очкосем пухнӑ чемпионки Ольга Никитина пулса тӑнă.
Командӑн ытти хутшӑнӑвӗсен ҫирӗп вӑййине пула Пишпÿлек районӗ Пушкӑртстан Республикин бронза призерӗ пулса тӑнӑ, киле 3-мӗш вырӑншăн кубок илсе килнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Пирӗн шашистсем  3-мĕш вырӑн илсе килнĕ
Пирӗн шашистсем  3-мĕш вырӑн илсе килнĕ
Пирӗн шашистсем  3-мĕш вырӑн илсе килнĕ
Пирӗн шашистсем  3-мĕш вырӑн илсе килнĕ
Пирӗн шашистсем 3-мĕш вырӑн илсе килнĕ
Автор: Марина Иванова
Читайте нас