Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
20 Октябрӗн 2022, 20:27

Пушкӑрт каратисчӗсем "Европа-Азия" турнирӗнче ултă ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ

Кун пирки республикӑри Спорт министерствинче пӗлтернĕ.

Пушкӑрт каратисчӗсем "Европа-Азия" турнирӗнче ултă ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ
Пушкӑрт каратисчӗсем "Европа-Азия" турнирӗнче ултă ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ

Пушкӑрт спортсменӗсем Оренбургри "Европа-Азия" каратэпе Пӗтӗм Раҫҫейри тата регионсен хушшинчи ӑмӑртусенче 32 медаль ҫӗнсе илнӗ. Кун пирки республикӑри Спорт министерствинче пӗлтернĕ.
Пушкӑрт каратэисчĕсем ултă ылтӑн, сакăр кӗмӗл тата 18 бронза медаль ҫӗнсе илсе питӗ лайӑх кӑтарту кӑтартнă.
"Европа-Азия" каратэпе Пӗтӗм Раҫҫейри тата регионсен хушшинчи ӑмӑртусем, Раҫҫей Геройӗ Александр Прохоренко асӑнса, октябрӗн 17-мӗшпе 18-мӗшӗнче иртнӗ. Медальшӗн Раҫҫейӗн 22 регионӗнчен килнӗ 800 ҫын, ҫавӑн пекех Казахстанри каратэистсем кӗрешнӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Спорт министерстви.

Пушкӑрт каратисчӗсем "Европа-Азия" турнирӗнче ултă ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ
Пушкӑрт каратисчӗсем "Европа-Азия" турнирӗнче ултă ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: