Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
1 Ноябрӗн 2022, 21:28

Пушкӑрт спортсменки Индире тӗнче первенствинче кире пукан спорчĕпе пĕрремĕш пулнă

Результатсем кӑтартса параҫҫӗ - пирӗн республика спорта чи юратаканни, тренерсем вара чӑн-чӑн профессионалсем.

Пушкӑрт спортсменки Индире тӗнче первенствинче кире пукан спорчĕпе пĕрремĕш пулнă
Пушкӑрт спортсменки Индире тӗнче первенствинче кире пукан спорчĕпе пĕрремĕш пулнă

БашГУн Бирскри филиалӗн студентки Розана Кашапова Индире кире пукан спорчӗпе Тĕнче первенствинче пӗрремӗш вырӑн йышӑннă. Спортсменка 24 кг таякан кире пуканне 130 хут ҫӗкленӗ те 63 кг виçĕ категоринчи юниоркӑсен хушшинче чи лайӑххи пулса тӑнă. Унӑн вӗрентӳҫи-тренерĕ тата кире пукан спорчӗн аслӑ категоринчи судья Радамир Миннегалимович Минибаев. Бирск районне вӑл "Ял тренерӗ" программӑпа ӗҫлеме килнӗ.
Программа тӗллевӗ - ҫамрӑк специалистсене ялти спорт шкулӗсене явӑҫтарасси. Ҫав хушӑрах вӗсен ялта пилӗк ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Кӑҫал 50 тренер 600 пин тенкӗ сертификат илнӗ. 2023 ҫултан вӗсен виҫи 1 млн тенкӗ таран ӳсет. Укҫа-тенке ҫурт туянма е тума яма пулать. Результатсем кӑтартса параҫҫӗ - пирӗн республика спорта чи юратаканни, тренерсем вара чӑн-чӑн профессионалсем.
Сăнÿкерчĕкĕсем: ПР Пуҫлӑхӗн администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Пушкӑрт спортсменки Индире тӗнче первенствинче кире пукан спорчĕпе пĕрремĕш пулнă
Пушкӑрт спортсменки Индире тӗнче первенствинче кире пукан спорчĕпе пĕрремĕш пулнă
Пушкӑрт спортсменки Индире тӗнче первенствинче кире пукан спорчĕпе пĕрремĕш пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: