Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
СПОРТ
8 Ноябрӗн 2022, 21:16

Пушкӑрт пĕрлештернĕ баскетбол команди ПФОри первенствăра кӗмӗл призер пулса тӑнă

Ӑмӑртура Самара облаҫӗнчи баскетболисткăсем ҫӗнтернӗ.

Пушкӑрт пĕрлештернĕ баскетбол команди ПФОри первенствăра кӗмӗл призер пулса тӑнă
Пушкӑрт пĕрлештернĕ баскетбол команди ПФОри первенствăра кӗмӗл призер пулса тӑнă

Баскетбол енӗпе пухнă Пушкӑрт команди 2007 ҫулхисем тата кӗҫӗнреххисем хушшинчи первенствăра, республикӑн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, иккӗмӗш вырӑна тухнă.
Ӑмӑрту Самара облаҫӗнче иртнӗ. Турнира ултӑ команда хутшӑннă. Пушкӑртстанăн пĕрлештернĕ команди иккӗмӗш вырӑн йышӑннă. Оксана Шабалина тренер ертсе пыракан команда 2-мӗш номерлӗ олимп резервӗн Уфари спортсменкисенчен тӑнӑ, Стерлитамакри Татьяна Евкопа тата Кумертаури Александра Брежнева баскетболисткăсемпе командăна вӑйлатнӑ.
Ӑмӑртура Самара облаҫӗнчи баскетболисткăсем ҫӗнтернӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑн - Тутарстан командинче. Ӑмӑрту призерӗсем пурте турнирӑн ҫурма финалне кӗнӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Спорт министерствин телеграм-каналӗ.

Пушкӑрт пĕрлештернĕ баскетбол команди ПФОри первенствăра кӗмӗл призер пулса тӑнă
Пушкӑрт пĕрлештернĕ баскетбол команди ПФОри первенствăра кӗмӗл призер пулса тӑнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: