+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑртри тхэквондист Аскар Суюндуков пӗтӗм тӗнчери "Russia Open 2022" турнирта чемпион пулса тӑнӑ. Пушкӑрт команди пурӗ тăватă медаль ҫӗнсе илнӗ.
Ҫитӗннӗ ҫынсен категорийӗнче Дали Ишбердин иккӗмӗш вырӑн йышӑннă. 12 çултан пуҫласа 14 ҫула ҫити ӳсӗм категоринче хӗрсем хушшинче "бронзӑна" Камила Садретдиновапа Самира Садретдинова ҫӗнсе илнӗ.
Ӑмӑртусем Мускав çывӑхӗнче иртнĕ. Тхэквондо турнирне 17 ҫӗршыври чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑннӑ: Раҫҫей, Беларуҫ, Серби, Инди, Иран, Пакистан, Узбекистан, Туркмени, Казахстан, Бразили, Гонконг, Мали тата ыттисем те.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Спорт министерствин телеграм-каналӗ.