Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
23 Декабрӗн 2022, 18:41

Тенниспа ăмăртусенче лайăх кăтартусем çĕнсе илнĕ

Ачасем пирӗн зонӑна Республикӑри ӑмӑртусенче тăратĕҫ.

Тенниспа ăмăртусенче лайăх кăтартусем çĕнсе илнĕ
Тенниспа ăмăртусенче лайăх кăтартусем çĕнсе илнĕ

Альшей районӗнчи Раевка поселокĕнче зона ӑмӑртӑвӗсенче Роман Владимирович Тиманкин ертсе пыракан спортсменсем - Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкул теннисисчӗсем Данир Хазиев (7б), Вильдан Файзуллин (8б), Данил Арсланов (8б), командипе 2-мĕш вырӑн йышӑннӑ. Ачасем пирӗн зонӑна Республикӑри ӑмӑртусенче тăратĕҫ. Данир Хазиев пӗрремӗш вырӑн йышӑнса яш-кӗрӗм хушшинче зонӑра чи лайӑххи пулнине палӑртма кӑмӑллӑ. Вильдан Файзуллин - 2-мĕш вырӑнта. Данил Арсланов - 4-мĕш вырӑнта. Ҫапла тытӑр, ачасем! Эпир сирӗнпе мухтанатпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Тенниспа ăмăртусенче лайăх кăтартусем çĕнсе илнĕ
Тенниспа ăмăртусенче лайăх кăтартусем çĕнсе илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: