"Шкул лиги" - ача-пӑча спорт организацийӗсенчи воспитанниксен мар, шкулсем ачисем хушшинчи ӑмӑрту.
Ача-пӑча волейбол турнирӗн шкул тапхăрĕ март уйӑхӗнче пуçланать.
Пӗлтӗр пӗтӗм Раҫҫейри турнир тапхӑрне каймалли тӗп трофейпа путевка 700 ытла ача-пӑча команди вылянӑ. Кӑҫал хутшӑнакансен йышне ӳстерме палӑртнӑ.
– Историре пӗрремӗш турнир ӑнӑҫлӑ иртрӗ, эпир Пушкӑртри тӗрлӗ кӗтессенчи спорт площадкине тухакан ачасен телейлӗ сӑн-пичӗсене куртӑмӑр. Спорт хатӗрлевӗн центрӗнчи финал пӗтӗм турнир илемӗ пулса тӑчӗ. Паллах, "Шкулти волейбол лиги" аталанмалла. Пулас турнир тата ҫутӑрах та анлӑрах пуласса шанатпӑр, - палӑртнă ПР волейболла вылякансен федерацийӗн директорӗ Сергей Кирпичников.
https://mgazeta.com/news/novosti/2023-02-22/v-ufe-proydet-samyy-massovyy-detskiy-voleybolnyy-turnir-3153663