Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
СПОРТ
28 Мартӑн 2023, 05:24

Путин бокс енĕпе тӗнче чемпионачӗн ҫӗнтерӳҫине Демурчяна саламланă

#владимирпутин

Путин бокс енĕпе тӗнче чемпионачӗн ҫӗнтерӳҫине Демурчяна саламланăПутин бокс енĕпе тӗнче чемпионачӗн ҫӗнтерӳҫине Демурчяна саламланă
Путин бокс енĕпе тӗнче чемпионачӗн ҫӗнтерӳҫине Демурчяна саламланă

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 70 кг таран виçе категорийӗнчи хӗрарӑмсем хушшинчи бокс чемпионачӗн ҫӗнтерӳҫине Анастасия Демурчяна саламланă. Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тивӗҫлӗ салама Кремль пресс-служби пичетлесе кӑларнӑ.

"Хисеплӗ Анастасия Сергеевна! Сире чаплӑ ҫӗнтерӳ ячӗпе чӗререн саламлатӑп. Нью-Делири тӗнче чемпионатӗнче эсир лидерӑн ҫутӑ пахалӑхӗсене, ӑсталӑхне тата ирӗкне кӑтартрӑр, вӑйлӑ та опытлӑ ӑмӑртакансене ҫӗнтертӗр, ҫӗнтерӳпе тӑван ҫӗршыв шкулӗн ҫирӗп те шанчӑклӑ позицийӗсене ҫирӗплетсе патӑр", — тесе çырнӑ саламра.

Путин тата спортсменкӑна боксра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата чи лайӑххине суннă.

https://iz.ru/1489416/2023-03-27/putin-pozdravil-pobeditelnitcu-chempionata-mira-po-boksu-demurchian

 

Сăнÿкерчĕкĕ: ТАСС/Сергей Савостьянов.

Путин бокс енĕпе тӗнче чемпионачӗн ҫӗнтерӳҫине Демурчяна саламланă
Путин бокс енĕпе тӗнче чемпионачӗн ҫӗнтерӳҫине Демурчяна саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас