Каникулта Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн 4 а, 4 б, 3а класс валли пионербол вӑййинче юлташла тӗлпулу пуҫланнă. Ку —коллективлӑ вӑйӑ. Спортзала килнӗ ачасем пурте каникул вӑхӑтӗнче шкула килнӗшӗн ӳкӗнмен. Мечӗкпе вылянӑ чухне хӑйсен пултарулӑхне, хӑвӑртлӑхне, координацине, глазомерне аталантарнӑ вӗт. Тата нерв системине хытатнă, темӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ эмоцисем илнĕ.
Пионербол ачасене командӑра пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлеме, пӗр-пӗрне пулӑшма вӗрентет, кашни ачана пӗрлехи ӗҫе хутшӑнни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине туйма май парать. Ачасене этем пурнӑҫӗн универсаллӑ хаклӑхне: ырлӑха, коллективизма, пӗр-пӗрне пулӑшассине хӑнӑхтарать. Пионербол правилисене тивӗҫлӗ пурнӑҫлани вара тӳсӗмлӗх, тӳрӗлӗх, тӗрӗслӗх, команда умӗнчи яваплӑха ӳстерме, ытти ачасене шута илме пӗлни пулӑшать.
Ачасем пурте хаваслӑ та кӑмӑллӑ туйăм илнĕ.
Вӑйӑ ҫутӑ та интереслӗ иртнĕ, туслӑх ҫӗнтернӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.