Çутă çул
+14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
17 Апрелӗн 2023, 16:19

Гоча Константинович Онанашвилине асӑнса Пишпÿлек районӗнче армрестлингпа уҫӑ турнир иртнĕ

Икӗ сӗтел ҫинче Хисеплĕ хутсемпе медальсемшӗн 94 ҫын кӗрешнӗ.

Гоча Константинович Онанашвилине асӑнса Пишпÿлек районӗнче армрестлингпа уҫӑ турнир иртнĕ
Гоча Константинович Онанашвилине асӑнса Пишпÿлек районӗнче армрестлингпа уҫӑ турнир иртнĕ

Гоча Константинович Онанашвилине асӑнса Пишпÿлек районӗнче армрестлингпа уҫӑ турнир иртнĕ. Пишпÿлек районӗпе Пушкӑрт Республикинче армрестлинг спортне ура çине тăратма Гоча Константинович нумай вӑй хунӑ. Паянхи турнира район администрацийӗ пулӑшнипе "Батыр" атлет клубӗн воспитанникӗсем йӗркеленӗ.
Турнир уҫнӑ церемонинче ӑмӑртӑва хутшӑнакансене Гоча Константинович арӑмӗ Татьяна Михайловна Онанова саламласа каланă.
Спортсменсен турнирне уҫнӑ ятпа Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов саламланă.
- Паян турнирта ҫӗр ҫынна яхӑн. Гоча Константинович ҫинчен асӑнмалӑх сӗтелçи теннисӗпе те ӑмӑртусем иртеҫҫӗ-ха. Эсир пӗлетӗр ĕнтӗ, Гоча Константинович армспортпа ҫеҫ мар, унӑн иккӗмӗш юратӑвӗ - сӗтелçи теннисӗ пулнă. Çавăнпа та Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулĕнче Тутарстанран, Октябрьскинчен, Пелепейрен, Уфаран, Приютоворан, Оренбургран ачасем теннисла выляҫҫӗ. Пурӗ 50 ытла ҫын. Эпир ҫулсерен ун ҫинчен асӑнса ӑмӑрту ирттерме йышӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫакӑн пек упрама пултаратпӑр эпир ҫак легендарлӑ ҫын çинчен астăвăма.

Кун пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 12 комплект награда выляттарнӑ. Икӗ сӗтел ҫинче Хисеплĕ хутсемпе медальсемшӗн 94 ҫын кӗрешнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

Гоча Константинович Онанашвилине асӑнса Пишпÿлек районӗнче армрестлингпа уҫӑ турнир иртнĕ
Гоча Константинович Онанашвилине асӑнса Пишпÿлек районӗнче армрестлингпа уҫӑ турнир иртнĕ
Гоча Константинович Онанашвилине асӑнса Пишпÿлек районӗнче армрестлингпа уҫӑ турнир иртнĕ
Гоча Константинович Онанашвилине асӑнса Пишпÿлек районӗнче армрестлингпа уҫӑ турнир иртнĕ
Гоча Константинович Онанашвилине асӑнса Пишпÿлек районӗнче армрестлингпа уҫӑ турнир иртнĕ
Гоча Константинович Онанашвилине асӑнса Пишпÿлек районӗнче армрестлингпа уҫӑ турнир иртнĕ
Гоча Константинович Онанашвилине асӑнса Пишпÿлек районӗнче армрестлингпа уҫӑ турнир иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: