Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
СПОРТ
23 Майӑн 2023, 14:53

Ҫӑмӑл атлетсем район чысне тивӗҫлипе хӳтӗленĕ

Мария Макеева чемпионка пулса тăнă, хӑйӗн дистанцийӗнче пӗрремӗш вырӑн илнĕ.

Ҫӑмӑл атлетсем район чысне тивӗҫлипе хӳтӗленĕ
Ҫӑмӑл атлетсем район чысне тивӗҫлипе хӳтӗленĕ

Ҫу уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулӗнчи ачасем Уфара иртекен 2006-2007 ҫул тата 2008-2009 ҫул çуралнă каччӑсемпе хӗрсем хушшинчи ҫӑмӑл атлетика енӗпе Пушкӑрт Республикин первенствине хутшӑннӑ.
Пысӑк ӑмӑртуҫӑсемпе ҫине тӑрса кӗрешсе спортсменсем пурте тивӗҫлӗ результатсем кӑтартнă, Эльза Давлетшина, Маргарита Николаева, Ольга Капитонова тата Мария Макеева виҫӗ призерсен хушшине тухма пултарнă.
Хӑйсен дистанцийӗсенче: Эльза Давлетшинапа Маргарита Николаева виҫҫӗмӗш, Ольга Капитонова иккӗмӗш вырӑнсем йышăннă.
Мария Макеева чемпионка пулса тăнă, хӑйӗн дистанцийӗнче пӗрремӗш вырӑн илнĕ. Унăн вӗрентекен тренерĕ — П.Г. Николаев.
Çӑмӑл атлетсемпе тренера тивӗҫлӗ результатсемпе саламлатпӑр! Ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем сунатпӑр!
#СпортНормаЖизни
#РеспубликаБашкортостан
#Легкаяатлетика
#Бижбулякспортивный

https://vk.com/club125258211


Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри «Парус» спорт шкулĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

 

Ҫӑмӑл атлетсем район чысне тивӗҫлипе хӳтӗленĕ
Ҫӑмӑл атлетсем район чысне тивӗҫлипе хӳтӗленĕ
Ҫӑмӑл атлетсем район чысне тивӗҫлипе хӳтӗленĕ
Ҫӑмӑл атлетсем район чысне тивӗҫлипе хӳтӗленĕ
Ҫӑмӑл атлетсем район чысне тивӗҫлипе хӳтӗленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: