Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
23 Июнӗн 2023, 15:08

Пушкӑрт спортсменӗсем «Мы вместе. Спорт» Паралимпиецсен çуллахи вӑййисенче 28 медаль ҫӗнсе илнĕ

19 медале пирӗн ишевҫӗсем ҫӗнсе илнӗ. Вӗсенчен 7 ылтӑн, 7 кӗмӗл тата 5 бронза медаль.

Чулхулара «Мы вместе. Спорт» паралимпиецсен ҫуллахи иккӗмӗш ӑмӑрту кунӗ иртнĕ. Пушкӑрт Республики 28 медаль пухнӑ, пӗлтернӗ хӑйӗн телеграм-каналĕнче регионти спорт министрӗ Руслан Хабибов.

19 медале пирӗн ишевҫӗсем ҫӗнсе илнӗ. Вӗсенчен 7 ылтӑн, 7 кӗмӗл тата 5 бронза медаль.

Дзюдоистсем 9 медаль — 2 ылтӑн, 2 кӗмӗл тата 5 бронза ҫӗнсе илнӗ, палăртнă "Башинформ".

"Питӗ шанӑҫлӑ старт. Халӗ чарӑнса тӑмалла мар, малалла та ҫавӑн пекех тумалла. Ăс-тăн ҫирӗплӗхӗ сире, ачасем. Пушкӑртстан сирӗнпе", - суннă республика Спорт министерствин пуҫлӑхӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Руслан Хабибов телеграм-каналӗ.

https://www.bashinform.ru/news/sport/2023-06-23/bashkirskie-sportsmeny-zavoevali-28-medaley-na-letnih-igrah-paralimpiytsev-my-vmeste-sport-3310779

Пушкӑрт спортсменӗсем «Мы вместе. Спорт» Паралимпиецсен çуллахи вӑййисенче 28 медаль ҫӗнсе илнĕ
Пушкӑрт спортсменӗсем «Мы вместе. Спорт» Паралимпиецсен çуллахи вӑййисенче 28 медаль ҫӗнсе илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: