Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
17 Июлӗн 2023, 10:48

Пушкӑртри Артур Зулькарнаев пиҫиххипе кӗрешес енӗпе ҫичӗ хут тӗнче чемпионĕ пулса тӑнă

Ҫӗнтерекене така тата тӗп приз - автомобиль панă.

Пушкӑртри Артур Зулькарнаев пиҫиххипе кӗрешес енӗпе ҫичӗ хут тӗнче чемпионĕ пулса тӑнă
Пушкӑртри Артур Зулькарнаев пиҫиххипе кӗрешес енӗпе ҫичӗ хут тӗнче чемпионĕ пулса тӑнă

Пушкӑрт спортсменĕ Артур Зулькарнаев Астанара иртекен тӗнче чемпионатӗнче пиҫиххисемпе кӗрешес енӗпе ҫичӗ хут тӗнче чемпионĕ пулса тӑнă. Кун ҫинчен Пушкӑрт спорт министрӗ Руслан Хабибов хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, июнӗн 12-мӗшӗнче Ленин ячӗллӗ площадьре Уфа администрацийӗн кубокĕшĕн кӗрешес енӗпе йӑлана кӗнӗ курешпа уҫӑ турнир вӗҫленнӗ. Пӗтӗм республикӑри 100 вӑйлӑ кӗрешӳçĕ хушшинче Уфаран Артур Зулькарнаев чӑн-чӑн ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнă.

Ҫӗнтерекене така тата тӗп приз - автомобиль панă. Артур Зулькарнаев каласа панӑ тӑрӑх, вӑл тӗрлӗ ӑмӑртусенче, ҫав шутра пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусенче те пӗрре мар ҫӗнтернӗ, анчах автомобиль пӗрремӗш хут выляса илнӗ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Руслан Хабибов телеграм-каналӗ.

https://www.bashinform.ru/news/sport/2023-07-17/artur-zulkarnaev-iz-bashkirii-stal-semikratnym-chempionom-mira-po-borbe-na-poyasah-3342248

 

Пушкӑртри Артур Зулькарнаев пиҫиххипе кӗрешес енӗпе ҫичӗ хут тӗнче чемпионĕ пулса тӑнă
Пушкӑртри Артур Зулькарнаев пиҫиххипе кӗрешес енӗпе ҫичӗ хут тӗнче чемпионĕ пулса тӑнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: