Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
18 Сентябрӗн 2023, 12:19

Турнира хутшӑннӑ 44 ҫын хушшинче 1-мĕш вырӑн йышӑннӑ

Тиманкин Федор Пушкӑрт Республикин Чемпионӗ пулса тӑнӑ.

Турнира хутшӑннӑ 44 ҫын хушшинче 1-мĕш вырӑн йышӑннӑ
Турнира хутшӑннӑ 44 ҫын хушшинче 1-мĕш вырӑн йышӑннӑ

Сентябрӗн 16-17-мӗшӗсенче Стерлитамак хулинче Пушкӑрт Республикинчи шахмат енӗпе XXXI Ял спорт вӑййисем иртнӗ. Ӑмӑртусене пӗтӗм республикӑри 22 команда хутшӑннă.
Пишпÿлек район чысне Тиманкин Федор, Тиманкин Михаил тата Яхина Зульфия хÿтĕленĕ. Пӗтӗмӗшле зачет пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пирӗн команда 5-мĕш вырӑн йышӑннă. Виҫӗ призер хушшине кӗме темиҫе очко ҫитеймен.
Тиманкин Федор яллă районсенче чи вӑйлӑ шахматист пулнине тепӗр хут кӑтартса панă. Вӑл Пушкӑрт Республикин Чемпионӗ пулса тӑнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

Турнира хутшӑннӑ 44 ҫын хушшинче 1-мĕш вырӑн йышӑннӑ
Турнира хутшӑннӑ 44 ҫын хушшинче 1-мĕш вырӑн йышӑннӑ
Турнира хутшӑннӑ 44 ҫын хушшинче 1-мĕш вырӑн йышӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: