Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
1 Ноябрӗн 2023, 10:50

Пишпÿлексем армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин чемпионачӗн бронза призерӗсем пулса тăнă

2023 ҫулхи октябрӗн 29-мӗшӗнче Уфа хулинче армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин чемпионачӗ тата первенстви иртнĕ.

Пишпÿлексем армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин чемпионачӗн бронза призерӗсем пулса тăнă
Пишпÿлексем армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин чемпионачӗн бронза призерӗсем пулса тăнă

2023 ҫулхи октябрӗн 29-мӗшӗнче Уфа хулинче армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин чемпионачӗ тата первенстви иртнĕ. Пишпÿлек район чысне 30 ытла спортсмен, "Батыр" атлет клубӗн воспитанникӗсем хÿтĕленĕ.
Пушкӑрт Республикин чемпионӗсен хăйсен виçе категорийӗсенче юниорсем хушшинче Владислав Степанов, Алексей Иванов, Лиана Газизьянова, Радмила Сафаргалина, Арина Нигметзянова пулнă. Çитĕннисем хушшинче: Евгений Денисов, Дмитрий Кунцевич, Розалия Нигметзянова, Екатерина Меркулова.
Юниорсем хушшинче Азалия Ахметшинапа Екатерина Меркулова кӗмӗл призерсем пулса тӑнӑ.
Евгений Макаров, Виталий Сафиуллин, Ильгиз Ахмадуллин, Тимур Костарев бронза медальсем илнӗ.
Пишпÿлек районӗн команди мӗнпур итогсем тӑрӑх пĕрлехи командăсем хушшинче 3-мӗш вырӑн йышӑннă та армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин чемпионачӗн бронза призерӗ пулса тӑнă.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене, ҫавӑн пекех "Парус" спорт шкулӗн тренерӗсене Татьяна Онановапа Георгий Онанова питӗ лайӑх кӑтартупа саламлатпӑр тата 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Хусана каякан Федераци округӗн Атӑлҫи округӗн чемпионатӗнче тивӗҫлипе кĕрешме сунатпӑр.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

 

 

Пишпÿлексем армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин чемпионачӗн бронза призерӗсем пулса тăнă
Пишпÿлексем армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин чемпионачӗн бронза призерӗсем пулса тăнă
Пишпÿлексем армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин чемпионачӗн бронза призерӗсем пулса тăнă
Пишпÿлексем армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин чемпионачӗн бронза призерӗсем пулса тăнă
Пишпÿлексем армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин чемпионачӗн бронза призерӗсем пулса тăнă
Пишпÿлексем армрестлинг енӗпе Пушкӑрт Республикин чемпионачӗн бронза призерӗсем пулса тăнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: