Çутă çул
+5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
14 Ноябрӗн 2023, 14:22

Маттурсем, ҫапла тытăр!

Пишпÿлексем ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем пулнă.

Маттурсем, ҫапла тытăр!
Маттурсем, ҫапла тытăр!

Ноябрӗн 11 - 12-мӗшӗсенче Лениногорск хулинче (Тутарстан Республики) каратэ Кекусин-Кайкан енĕпе чемпионат тата хулан уçă первенстви иртнĕ. Ӑмӑртӑва Пишпÿлек районӗн команди те хутшӑннă. Валерий Ануфриев наставник ертсе пынипе Пишпÿлек ҫамрӑк каратисчĕсем хӑйсене лайӑх енчен кӑтартнă. Тантӑшӗсемпе ҫине тӑрса хирӗҫ тӑрса, пирӗн ачасем ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем пулса тӑнă: 1-мӗш вырӑна хӑйсен виçе категорийӗсенче Артем Горчевпа Анастасия Кузьмина, 2-мĕш вырӑн - Максим Ермолаевпа Илья Бучнев илнĕ. Ҫавӑн пекех Султан Хайретдиновпа Артем Иванов та ӑмӑрту призерӗсем пулнă.

Сăнукерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/officialbiz

 

Маттурсем, ҫапла тытăр!
Маттурсем, ҫапла тытăр!
Маттурсем, ҫапла тытăр!
Маттурсем, ҫапла тытăр!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: