+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Уфари "Глобус" ача-пӑча пултарулӑх центрӗн "Феникс" спортклубӗн воспитанникӗсем Магнитогорскра иртнӗ тхэквондо ӑмӑртӑвӗсенче малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ.
Пушкӑрт тĕп хулин Совет район администрацин информацине тĕпе хурса БСТ каналӗн "Салям" передачин эфирĕнче каласа панӑ тӑрӑх, ачасем киле виҫӗ ылтӑн, виҫӗ кӗмӗл тата виҫӗ бронза медальсемпе таврӑннӑ.
Тхэквондистсен наставникӗ Евгений Егоров пулнине палӑртаҫҫӗ, ӑна маларах республикӑри чи лайӑх тренер тесе йышӑннӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: социаллă сеть.
https://www.bashinform.ru/news/sport/2023-12-07/thekvondisty-iz-bashkirii-pokorili-vserossiyskie-sorevnovaniya-v-magnitogorske-3555572