Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
12 Декабрӗн 2023, 11:22

Хушăлка хӗллехи спортӑн пӑрлӑ чӗри пулма пултарать!

Ӗҫ вӗҫленсе пырать, тӳрех пӑр витӗмне шыв сапса пăрлантарма тата хӗллехи спорт уявне йӗркелеме палӑртнӑ.

Хушăлка хӗллехи спортӑн пӑрлӑ чӗри пулма пултарать!
Хушăлка хӗллехи спортӑн пӑрлӑ чӗри пулма пултарать!

Спорт ветеранӗсем Федор Николаевич Антонов тата Александр Григорьевич Женжуров, ялӑн спорт пуласлӑхӗшӗн чун-чӗререн пăшăрханаканскерсем, çивĕч ыйтăва хускатнӑ, мӗншӗн тесен хоккей коробки юрӑхсӑра тухнӑ. Ял тӑрӑх администрацине кайнă, пуху йӗркеленĕ, ҫӗнӗ материал илсе кивӗ картана пӗтӗмпех сÿтесси ҫинчен йышӑннă. Хӑма туянма сахал мар укҫа-тенкĕ кирлӗ пулнӑ. "Жизнь в Кош-Елге" ял чатӗнче укҫа-тенкӗ хӑй ирӗкӗпе пухасси ҫинчен йышӑну тунă. Пур ҫулсенчи ял çыннисем те айккинче юлман. Укҫа Мускавран, Сочирен, Сургутран тата ытти хуласенчен яра пуçланă. Ял ҫыннисем пурте, ватти-вĕтти те пухӑва хутшӑннӑ.

Кирлӗ укҫаран ҫуррине пухсан ял тӑрӑх активисчӗсемпе пуҫлӑхӗ Виктор Владимирович Тимофеев хоккей коробкине юсама хӑмасем туяннă. Сивӗ пулсан та ĕçе Николай Степанович Васильев, Геннадий Васильевич Семенов, Ильгам Вадутович Газизов, Николай Ильич Петров, Владимир Вячеславович Васильев, Анатолий Николаевич Григорьев, Валентин Николаевич Ковальцов, Александр Григорьевич Женжуров, Николай Иванов, Алексей Владимирович Васильев тытăннă.

Ӗҫ вӗҫленсе пырать, тӳрех пӑр витӗмне шыв сапса пăрлантарма тата хӗллехи спорт уявне йӗркелеме палӑртнӑ.

Альбина ВАСИЛЬЕВА,

Хушăлка ялĕ.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Альбина Васильева.

 

Хушăлка хӗллехи спортӑн пӑрлӑ чӗри пулма пултарать!
Хушăлка хӗллехи спортӑн пӑрлӑ чӗри пулма пултарать!
Хушăлка хӗллехи спортӑн пӑрлӑ чӗри пулма пултарать!
Хушăлка хӗллехи спортӑн пӑрлӑ чӗри пулма пултарать!
Хушăлка хӗллехи спортӑн пӑрлӑ чӗри пулма пултарать!
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: