Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
СПОРТ
6 Нарӑсӑн , 09:56

Медальсемпе кубок илсе килнĕ

"Вӑр-вар ҫӑматӑсем" команда девизӗ: "Харӑссӑн, хӑюллӑн, сывă пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса!»

Медальсемпе кубок илсе килнĕ
Медальсемпе кубок илсе килнĕ

"Вӑр-вар ҫӑматӑсем" команда девизӗ: "Харӑссӑн, хӑюллӑн, сывă пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнса!». Михайловкăри 50+ ÿсĕмри хӗрарӑмсен команди регионти çăматăпа мечӗкпе хоккей енĕпе ӑмӑртӑвӗнче кӑткӑс та хастар кӗрешӳре иккӗмӗш вырӑн илнĕ, буллитсем тӑрӑх Чишма командине ҫеҫ çĕнтереймерĕ. "Вӑр-вар ҫӑматӑсем" команда йышне вратарь Зинаида Петрова (вӑл хапха ҫинче геройла тӑчĕ), Галина Иванова, Галина Павлова, Валентина Григорьева, Людмила Гаврилова, Таисия Мусина, Валентина Леонтьева, Серена Галиулина, Галина Мануилова, Наталья Прокопьева тата пирӗн ертӳҫӗ Айзиряк Петрова кĕчĕç. Булат Нугуманов тренера, ирхине пире ҫӗнтерӳпе таврăнма пилленӗ  Михайловка ял совечӗн пуҫлӑхне Сергей Александрович Никитина тав тӑватпӑр. Ӑмӑртуран эпир медальсемпе тата кубокпа таврăнтăмăр. Пурне те ырлӑхпа сывлӑх сунатпăр.

Наталья ПРОКОПЬЕВА,

Михайловка ялĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.

Медальсемпе кубок илсе килнĕ
Медальсемпе кубок илсе килнĕ
Медальсемпе кубок илсе килнĕ
Медальсемпе кубок илсе килнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: