Физкультурӑпа сывлӑх комплексне пӑр арени, кӗрешӳ залӗ, универсаллӑ спорт тата тренажер залӗсем, ҫавӑн пекех пысӑк тата пӗчӗк бассейнсемпе пуянлатнӑ.
9,5 пин тӑваткал метр лаптӑклă виҫӗ хутлӑ ФОК Менделеев ячĕллĕ урамра вырнаҫнӑ. Кунта 400 ытла ача тӳлевсӗр вӗренме пултарать.
Ҫӗнӗ комплекс уҫнӑ май Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ФОК воспитанникӗсене вӑйлӑ та ҫирӗп пулма, Тӑван çӗршыва юратакан лайӑх ҫынсем пулма суннă.
– Паллах, "Газпром" правлени председательне Алексей Борисович Миллера пысӑк тав тӑватпӑр. Ку кермен – "Газпром" парни. Вӑл республикӑшӑн нумай ӗҫ тунӑ ҫыннăн Уфа мэрĕн Ульфат Мансурович Мустафин ячĕпе хисепленет. Вӑл пирӗн патӑмӑртан нумай пулмасть тухса кайнă, анчах пирӗн чӗресенче ӗмӗрлӗхех юлнă. "Газпром" ӗҫченĕсене, строительсене тепӗр хут тав тӑватӑп! Тренерсемпе ачасене вара ҫак пысӑк событипе саламлатӑп! — тенӗ Радий Хабиров.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ильшат Казаккулов.